«ХАЛĂХ ЙĂЛИ - ПУРНĂÇ ЙĔРКИ» ФОЛЬКЛОР ФЕСТИВАЛĔ

2017 çулхи чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Питĕркассинчи вăтам шкулта «Халăх йăли-пурнăç йĕрки» ятпа фольклор  фестивалĕ иртрĕ. Фестивальте Тарасова Г.И. ертсе пынипе Шулюри вĕренекенсем те хастар хутшăнчĕç. 

Ачасемшкулпа паллашнă май «Асанне арчинчен», «Чăваш тĕнчин илемĕ» выставкăсене курса киленчĕç.

Фестивале тăван чĕлхепе литературăна тата тăван ен историйĕпе культурине юратма вĕрентес, йăла-йĕрке мешехисене упраса хăварас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Шулюри вĕренекенсем тарават кил хуçисене мухтаса, тимĕр пăрçасене такмакласа питлесе Сурхури йăла-йĕрки авалхи уяв пулнине кăтартса пачĕç.