Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халлаласа февралĕн 12-мĕшĕнче шкулта «Чăваш çĕршывне пĕлетĕр-и?» вăйă иртрĕ. Вăййа 5-9 классем хутшăнчĕç. Чăваш картти çинче пытаннă район ячĕсене тата хула ячĕсене шыраса тупрĕç, «Чăваш çĕршывне пĕлетĕр-и?» тест турĕç, ребуссен тупсăмне тупрĕç.
Ачасем хаваспах хутшăнчĕç. Вăйă пурне те килĕшрĕ.