Февралĕн 18-мĕшĕнче 8-9 классенче вĕренекенсем «Тăван чĕлхемĕм» сочинени конкурсĕнче хутшăнчĕç. Сочиненире вĕсем тăван чĕлхене юратнине палăртрĕç. Конкурсра 8-мĕш класра вĕренекен çĕнтерчĕ.
Февралĕн 19-мĕшĕнче «Çамрăк сăвăçсем» конкурс иртрĕ.Конкурсра 5-9 классенчи ачасем хăйсем çырнă сăввисемпе паллаштарчĕç. Чи пултарулли 8 -мĕш класра вĕренекен пулчĕ.
Февралĕн 20-мĕшĕнче 5-9 классенче вĕренекенсем «Чăваш чĕлхи- тăван чĕлхе» викторинăра тупăшрĕç. Тăван чĕлхене лайăх пĕлнине çирĕплетсе пачĕç. Ку конкурсра та 8 класра вĕренекен çĕнтерчĕ.
Февралĕн 21-мĕшĕнче «Выляр-ха, тăван чĕлхене савса» вăйă иртрĕ. Вăйăра икĕ команда ăмăртрĕ. Ачасем тĕрлĕ ĕçсем турĕç. Ваттисен сăмахĕсене, чăваш алфавитне, чăваш апат-çимĕçне аса илсе ăша хыврĕç. Вăйă пурне те килĕшрĕ.
Чĕлхе культурăна тата халăх хăй евĕрлĕхне упраса пыракан тĕп инструмент шутланать. Кашни халăх чĕлхи — турă панă пуянлăх. Вĕсем пурте хăйне майлă çепĕç, ачаш… Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама, çĕклеме, хавхалантарма пулать. «...Ĕмĕр пурăн Тăван çĕр-шывра, ĕмĕр вĕрен тăрăшса тăван чĕлхене», - тенĕ чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, паллă академик Г.Н.Волков.
Пурнăçра — пĕр анне. Тăван чĕлхе те пĕрре. Ăна упрасси — пирĕн тивĕç.