Февралĕн 26-мĕшĕнче 5-6 класра вĕренекенсем Улăп халапĕсене вуласа тишкерчĕç. Чăваш халăхĕн эпосĕ пулнине палăртрĕç. Вĕренекенсем пурте интересленсех ĕçлерĕç. Пĕр-пĕринпе калаçрĕç, ыйтусем парса хуравларĕç.
Улăп тăпри çине ларса кансан вăй кĕрет тенĕ мăн асаттемĕрсем. Улăпсен хавалĕпе пурăнакан хăй те улăп пек вăйлă пулĕ, апла çитĕнме халăхсен ĕмĕрхи ăс-хакăлне ăша хывма тăрăшмалла.