«Тăван чĕлхесĕр пĕлÿ çук» кĕнекесен выставки

Нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шулю тĕп шкулĕнче «Тăван чĕлхесĕр пĕлÿ çук» кĕнекесен выставки иртрĕ. Кĕнекесен выставкине Тăван чĕлесен кунне халалласа ирттертĕмĕр.

Раççейре тĕрлĕ халăх пурăнать. Вĕсен кашнин хăйĕн тăван чĕлхи пур. Пирĕн тăван чĕлхе — чăваш чĕлхи. «Тăван чĕлхене лайăх пĕлсен ытти чĕлхесене те вĕренме çăмăлрах, тăван чĕлхесĕр пĕлÿ çук», - тет тăван халăха çутта кăларакан И.Я.Яковлев.