Февралĕн 18-мĕшĕнче Шулю тĕп шкулĕнчечăваш чĕлхипе литература пĕлтерĕшне, сумне, ачасен интересне ÿстерес тĕллевпе «литература» викторина-пуçватмăш иртрĕ. Унта 7-9 классенче вĕренекен ачасем пурте хутшăнчĕç. Кашни чăваш чĕлхине мĕнле шайра пĕлнине тĕрĕслеме пултарчĕ. Викторина-пуçватмăшра çĕнтерекенĕ 9 класра вĕренекен пулчĕ.
Тăван çĕр-шыва тивĕçлĕ пулас тесен пирĕн ун культурине, йăли-йĕркине, чĕлхине хисеплеме упрама тăрăшмалла.
Тăван чĕлхем! Таса хĕлхем!
Парсам пăлхавлă чунăма.
Пар чăнлăх, савăнăç, илем,
Пар – ирĕк çутăрах çунма. (Митта Ваçлейĕ)