Стенд «Çĕнĕ çырулăх. 150 çул»

    Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалланă стенд йĕркелерĕмĕр. Ачасем И.Я.Яковлевăн алфавичĕн виçĕ варианчĕпе паллашрĕç. И.Я.Яковлевăн пурнăç çулне аса илчĕç. Алфавит йĕркелес ĕçре Н.И.Ильминский И.Яковлева пулăшнине пĕлчĕç.1871 çулта И.Я.Яковлевăн 1-мĕш алфавичĕ хатĕр пулать. Алфавит чи малтан 1872 çулта Хусанта «Чăваш ачисене çырăва вĕренмелли кĕнеке» ятлă пирвайхи чăваш букварĕнче пичетленсе тухнă.