«И.Я.Яковлев — чăваш чĕлхишĕн хыпса çуннă ăсчах» çавра сĕтел.

Апрелĕн 20- мĕшĕнче Шулю тĕп шкуленче «И.Я.Яковлев — чăваш чĕлхишĕн хыпса çуннă ăсчах» çавра сĕтел иртрĕ. Ачасем презентаци тăрăх И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе пултарухне аса илсе çирĕплетрĕç.

И.Я.Яковлева Чăваш Республикинче çеç мар, Раççейре, унăн тулашĕнче те аван пĕлеççĕ, сума сăваççĕ. Мухтавлă вĕрентекен пирки ăсчахсем чылай ырă сăмах каланă. Чăваш хресченĕсем аслă çулпуçăмăра «çутта кăларакан», «ăс паракан», «пирĕн ырă çыннăмăр» тесе чĕннĕ. Вăл уçнă шкулăн ĕçĕсене пысăка хурса хакланă. Чăвашсен çĕнĕ çырулăхне йĕркелени, кĕнекесем пичетлеме пуçлани халăх кун-çулĕнче питех те пĕлтерĕшлĕ пулнă.