«Çĕнĕ çырулăх. 150 çул» районти онлайн-викторина

Апрелĕн 21-мĕшĕнче Шулю тĕп шкуленче вĕренекенсем районти «Çĕнĕ çырулăх. 150 çул»  онлайн-викторинăра хутшăнчĕç. Викторина тĕллевĕ ачасене чăваш çырулăхĕн историпе тата азбукипе интереслентересси, И.Я.Яковлевăн ĕçĕсемпе паллашас туртăмне аталантарасси.

Хутшанакансем 5 вĕренекен пулчĕ. Вĕсенчен 5 класра вĕренекен Тарасов Э. 1 вырăн çĕнсе илчĕ. 2 вырăнта 6 класра вĕренекен Шуськин А. пулчĕ. Вĕсене эпир саламлатпăр!