Февралĕн 21-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ. Çак паллă уява 2000 çултанпа паллă тăваççĕ. Кашни чĕлхепĕр тан, мĕншĕн тесен вăл халăх историйĕ,культури, малашлăхĕ…Тăван чĕлхеилемне эпир анне сĕчĕпе пĕрле ăша хыватпăр, кунран-кун çепĕç калаçса сăмах хутаççине пуянлататпăр. Чĕлхе хавшасан – халăх имшерленет,çавăнпа та пирĕн хамарăн тăван (чăваш)чĕлхине упраса хăварма тăрăшмалла.
Пирĕн шкулта тăван чĕлхе кунне халалласа уяв иртрĕ. Уява 6,7-мĕш класра вĕренекенсем уçрĕç. Кĕçĕн класра вĕренекенсем юрăсем шăрантарчĕç, сăвăсем каларĕç, чăваш вăййисем вылярĕç. Уявра тăван (чăваш) чĕлхи янрарĕ.