«Чăваш чĕлхи çинчен» калаçу

«Чăваш чĕлхи çинчен» калаçу

     Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче пирĕн шкулта 6-9 классемпе «Чăваш чĕлхи çинчен» калаçу ирттертĕмĕр. Вĕренекенсем чăваш чĕлхи пирки паллă çыравçăсем каланипе паллашрĕç. Чăваш чĕлхи пирки кашни вĕренекен хăйĕн шухăшне каларĕ. 

    Чăваш чĕлхи – сăмах тĕлĕшĕнчен питĕ пуян чĕлхе. Вăл тĕнчери чи çепĕç чĕлхесен шутне кĕрет. Кун пирки паллă та сумлă çынсем ырă сăмахсем каласа хăварнă. Н.К.Крупская çакăн пек илемлĕ сăмахсем каланă: «Эпĕ чăвашсем калаçнине илтнĕ, вĕсен чĕлхи тĕлĕнмелле çепĕç». «Эпĕ халиччен сирĕн чĕлхĕртен илемлĕ те янăравлă чĕлхе илтмен урăх!» - тенĕ Альберт Бей та пирĕн чăваш чĕлхи çинчен.

Халăхăмăра çутта кăларнă И.Я.Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхемĕре упрама пиллесе хăварнă. Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ тенĕ вăл. «Чĕлхе чечекленесси пĕтĕмпех сиртен килет», - акă мĕнле пархатарлă учителĕмĕрĕн шухăшĕсем.


Фотогалерея