Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче «И. Я. Яковлев калавĕсем» вулав конференцийĕ иртрĕ. Ачасем И. Я. Яковлевăн калавĕсене вуласа ăша хыврĕç. И.Я.Яковлев хăй калавĕсенче ваттисен сăмахĕсемпе нумай усă курнă. Ачасем ваттисен сăмахĕсене вуласа вĕсем хăш калавран пулнине тата мĕне пĕлтернине ăнлантарчĕç.
И.Я Яковлев калавĕсем пире çут çанталăка сăнама, тимлĕ пулма, ырă кăмăллă пулма, ултавçă пулмалла маррине, хыт кукар пулмалла маррине вĕрентеççĕ. Иван Яковлевич Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхене упрама пиллесе хăварнă. Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ тенĕ вăл . «Чĕлхе чечекленесси пĕтĕмпех сиртен килет»,–пархатарлă шухăшĕ вĕрентекенĕмĕрĕн.