Çеçпĕл
Мишши пирĕн асăмра
Çеçпĕл Мишши 1899 çулта чÿк уйăхĕн
16-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Кассаккаси (Шĕкĕр)ялĕнче çуралнă. Кăçал пĕтĕм халăх
вăл çуралнăранпа 125 çитнине чыслать. Урокра эпир ăна чăваш литературин классикĕ,
поэт, драматург, прозаик, куçаруçă, художник енĕпе пăхатпăр пулсан, чĕрере вăл пирĕншĕн
«Сÿнми кăвар чĕреллĕ поэтăмăр» пулса юлать.
Кăвар чĕреллĕ хастар поэтăмăр Çеçпĕл Мишши
çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа
пирĕн шкулта «Çеçпĕл Мишши пирĕн
асăмра» ятпа мероприяти иртрĕ.
Мероприятинче ачасем хавхалансах Çеçпĕл Мишшин сăввисене каласа пачĕç. «Çеçпĕл»
фильма курса Çеçпĕл Мишшипе çывăхрах паллашрĕç.